«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» конкурсăн çĕнтерӳçисем паллă
Жюри «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Конкурсăн республика тапхăрне 14 муниципалитет округĕнчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пурĕ 26 ĕç килчĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви видеороликсен конкурсне ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас, шкул ачисене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшас тĕллевпе ирттерет.
Жюри пайташĕсене роликсенче ӳкерĕннĕ ачасем чăвашла таса калаçни, хавхалануллă каласа кăтартма пĕлни, паллă вырăнсене хăйсем кайса курса фото е видео ӳкерни, паллă çынсенчен чăн-чăн журналистсем пек интервью илме пултарни савăнтарчĕ.
Конкурса хутшăннă шкул ачисене, вĕсен вĕрентекенĕсене пурне те саламлатпăр! Сирĕн ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр!
Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене дипломсемпе чыслĕç. Документсем килсе илмелли çинчен пĕлтерӳ пулать. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ, вĕсене заявкăра кăтартнă адреспа ярса пама палăртнă.
Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:
Телефон 8(8352)58-45-22 доб.143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
e-mail: chrio18@rchuv.ru.