Тивĕçлипе тупăннă туссен çыххи е куллен çав çĕклеме тĕревлĕн упраса пыма çуралман-ши эпир?

Тивĕçлипе тупăннă туссен çыххи е куллен çав çĕклеме тĕревлĕн упраса пыма çуралман-ши эпир?

Шкул сакки çинчи туссем, е хамăр урамсем – пĕрле ÿснĕ тантăшсем, студент тенкелĕ çинчи тус-пĕлĕшсем… Туссен ретĕнчи ĕçтешсем. Чăваш паллă çыравçисен тусĕсене куç умне кăларатпăр мар-и?

Мĕн чухлĕн эсир, паян, туссене ырă сунса саламламалли ятарлă уяв кунĕнче?

Шав пурăнма йыхравлакансем, ĕлӗкхи-хальхи туссем ниҫта та ҫухалмаҫҫӗ. Темиҫе ҫул хушши вӗсемпе тĕл пулмасан та пултарнă эпир (ун пеккисем те пур!). Тĕрлĕ сăлтавсене пула хутшӑнман, çыру тавраш та çÿретмен, анчах вĕсем сан чĕрÿне пĕрре кĕрсе ларнă пулсассăн, эс вĕсене асрах тытатăн. Чӗресенче ӗмӗрлӗхех тăрса юлнă, юлаççĕ те вĕсем.

Ӗлӗкхи туслӑха нимӗнле нухрат-ылттăнпа та туянаймăн. Вĕсен таравачĕ, пулăшăвĕ, ăшшăн вĕрентсе каланă сăмахĕ чунра та юнра тăрса юлнă. Улӑштараймăн ăна, сипетлĕ кăмăла сирсе пуш ана çине кăларса та пăрахаймăн.

Туятпăр-ха, куратпăр, çулсем «вĕçсе пынă» чух туссем хушăнмаҫҫӗ пулас. Таçтан ÿкекен çунатлă асап вĕсене ĕмĕрлĕх хăй патнелле çеç пĕр таврăнми çĕрелле илсе кайма пултарать. Эппин, пире çурхи шыв пек уйăрать вăл, анчах та аса-илÿсем, сăн ÿкерчĕксем, пĕр çырăнса-ÿкерĕнсе юлнисем, çухалмаççĕ.

Турӑ çеç канлĕ упратарччĕ хальхи туссене. Татах калама тивет, вĕсем сайралаҫҫӗ, хушăнмаççĕ те пуль, анчах нумайччен санпа юнашар юлаканнисенчен хаклă чунсем урăх ҫук. Çĕн ăрусене кăшт вĕрентсе калас та килет. Тепĕр чух авалхи туссем хушшинче те «тӑшмансем» тăрса юлма пултараççĕ. Вӗсене те эпир нихҫан манас ҫук. Вӗсем вĕт вӑйлӑрах пулма çеç пулăшнă тесе калăпăр хамăра паянхи кун.

Хальхи темле çил-çаврăмлă вӑхӑт туслӑха уйӑрма ан хăйтăр. Шанчӑклӑ пултăр вăл, пурне те çителĕклĕ пурăнма вăй-хăват парса (тирпейлĕн тивĕçлипе хушса) тăтăр.

Л. Пĕрмаях



31 июля 2024
09:18
Поделиться