ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренӳ занятийĕсене проектласси
«ФГОСа тата ФООПа пурнӑҫланӑ май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренӳ занятийĕсене проектласси» программăпа пĕлĕве ӳстермелли курс вĕçленчĕ.
Чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Анна Егорова урокра тата класс тулашĕнче вулав культурине йĕркелемелли мелсемпе меслетсем çинче чарăнса тăчĕ, предметӑн концепт никӗсӗн уйрăмлăхĕсене тишкерчĕ.
Надежда Иванова тĕрлĕ урока проектламалли ĕç майĕсемпе паллаштарчĕ, ФГОСпа ФООП ыйтакан урок тĕсĕсен тытăмĕпе содержанийĕ улшăнни çинчен каласа пачĕ, вĕренӳ предмечĕн нормативлă докуменчĕсемпе усă курса урок тĕллевĕпе предмет результатне шайлаштармалли çул-йĕре уçăмлатрĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем курса итлекенсене тĕрлĕ урок сценарийĕсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, урок сценарийĕсене хăйсем мĕнле калăплани çинчен каласа пачĕç. Учительсем ачасем вырăнĕнче пулса вĕренÿ задачисене пурнăçлама хатĕрленĕ дидактика материалĕсемпе ĕçлерĕç.
Итлекенсем çĕнĕ пӗлӳ илнипе кӑмӑллӑ пулчӗҫ, урок ирттермелли çĕнĕ технологи мелĕсене ăса хыврĕç.